Jump to content

Вĕри çĕлен/Пилеш хуппи

From Wikisource
337090Вĕри çĕлен — Пилеш хуппи1908Николай Шупуççынни

Тăр çуллахи каçхине
Вĕри сывлăш уçăлчĕ,
Кyнĕпеле ĕçлекен
Тĕнче шăпах лăпланчĕ.

Сайраран çеç катаран
Карăш сасси илтĕнет,
Вăл та пăртак картлатсан,
Чарăнать те тĕлĕнет.

Пĕлĕт çинчен çăлтăрсем
Çынсем çине пăхаççĕ,
Хутран-ситрен вĕттисем
Пытанмалла выляççĕ.

Кăвак пĕлĕт чатăр пек
Çăлтăрсенчен çÿлтерех.
Ăвăс çулçи майĕпе
Чĕтренкелет тÿлекре.

 * * *

Çурçĕр енчен, инçетрен
Пĕлĕте çурса вутпуççи
Вĕçсе килет çиçтерсе,
Лапсар ятлă ял çине.

Вутпуççи мар, вут çĕлен.
Аскăнмашкăн тухнăскер,
Таса çутă тĕнчерен
Ылхан анчах илнĕскер,

Хаштик-хаштик кашлатса
Акă ĕнтĕ вăл вĕçет,
Пĕлĕт тăрăх ярăнса
Хĕрлĕ хĕлхем ÿкерет.

Лапсар тĕлне çитсессĕн
Пăччу! анса çухалать,
Каçхи таса сывлăшра
Сĕрĕм анчах хăварать.

 * * *

Çав вăхăтра пÿртĕнчен
Тухать тăрать тухатмăш,
Икçĕр çулхи асамăç,
Лапсар çынни Ăраман.

Ял хыçĕнчи анкартне
Çынсем курман çĕрсемпе
Чупать ав вăл васкаса,
Урисене çавăрса.

Анкартине çитет те,
Йĕтем çине тăрать те,
Катăк çĕçĕ кăларать,
Пилеш хулла хупăллать.

Унăн ури умĕнче
Пăчăраллă вут тумтир
Йăлтăр-ялтăр курăнса
Выртать сĕрĕм кăларса.

Старик утма тытăнать,
Тумтир тавра çаврăнать;
Хăй тутипе мĕрлетет,
Тимлес ĕçе тирпейлет.

— «Пилеш, пилле ман ĕçе,
Хуппи, хупла çĕлене.
Карта, картла ун çулне», —
Тет Ăраман чĕлхипе.

«Атăл шывĕ типсессĕн,
Пилеш хуппи тин типтĕр;
Тамăк çтани ÿксессĕн,
Çак карта тин çухалтăр», —

Тет вăл татах малалла.
Унтан пилеш хуппипе
Вут тумтире тавраран
Карта туса çавăрчĕ.

 * * *

Лапсар вăрăм урампе
Тул çутăлас патнелле
Тухать сарă яш ача,
Утать йĕтем еннелле.

Йĕтем çине çитет те
Курах каять старике;
Ăна хыттăн пăхать те
Кĕрет йĕтем варрине.

Старик вăйлă сăмахпа
Тата пилеш хуппипе
Кăварлă тумтир патне
Хай пыракан ачана
Картапа çул картланă.

Çÿрет ача, кускалать.
Çав карта йĕри-тавра;
Авăнать те, кукăрлать.
Вуник хуçăк хуçăлать.

Пăхать: пăхма инçе мар
Вутлă тумтир йăлкăшать,
Илес: илме хăват çук —
Пилеш хуппи шалт хуплать.

— «Ха-ха, лах, лах! лекрĕн-и?
Мĕскер шăршлан, çĕр çăтман?»
Терĕ тăракан старик —
Пĕтем вартан ахăрса.

Ача çаврăнса пăхрĕ,
Куçпа çиçĕм çиçтерчĕ.
Каллех утма тытăнчĕ,
Кускалама тапратрĕ.

Çавăрăнать, хускалать,
Ăсран каять, аптăрать,
Сăмсипе нăш-нăш тăвать,
Аллисене тăскалать.

Кускаласан, пăтрансан
Старик патне пычĕ те
Хуллентерех сасăпа
Йăлăннă пек каларĕ:

— «Ярсам ĕнтĕ, уç ĕнтĕ,
Тумтир патне çул парсам.
Мăшкăллама çитĕ-çке,
Картланине сÿт ĕнтĕ.

Кун пек мăшкăл намăса
Мĕнпур вăрăм пурнăçра
Курасса мар, илтме те
Нихăçан та илтменччĕ», —
Тесе ача пĕтерчĕ.

— «Апла эппин, эпĕ те
Икĕ çĕр çул хушшинче
Сан пек кайăк тытманччĕ», —
Терĕ старик ахăрса. —

«Ахаль мар çав вунă çул
Сывлăш чĕлхи вĕрентĕм.
Çитмĕл çичĕ çын патне
Эп вĕренме çÿрерĕм.
Анчах пĕри те пĕлмерĕ.

Лăпăр карчăк тĕлĕкре
Курса вара вĕрентрĕ.
Чи çивĕчĕ кайăка
Çав чĕлхепе тин тытрăм.

Ярассине ярăп та,
Эсĕ унччен йĕркипе
Ху мĕскертен пулнине,
Мĕскер туса пурăннине
Йăлт каласа кăтарт-ха», —

Старик çапла каласан,
Ача çине тинкерсе
Пăхрĕ чалăш куçĕпе.
Ачи чĕнмесĕр пăртак
Усса тăчĕ сар пуçне.

Унтан каллех çĕклерĕ,
Куç харшисĕр çамкине
Тухатмăша кăтартрĕ.
Хăйĕн вутлă çăварне
Сăмахлама пуçларĕ:

— «Мĕншĕн капла ман пурнăç
Сана пит кирлĕ пулчĕ?
Пĕлессÿ килет пулсан,
Хамăн тута-çăвара
Пит хĕрхенсе тăмастăп.

Эпир çиччĕн пĕр тăван,
Çичсĕмĕр те вĕри çĕлен
Хурлăх, асап кăтартма
Эпир ĕлĕкренпелех
Каç пулсассăн тухатпăр.

Хитре таса хĕрсене
Вăрăм сарă яш пулса
Курăнатпăр тĕлĕкре.
Унтан вара пăртакран
Куç кĕретех курнатпăр.

Пĕр-ик виç çул иртсессĕн,
Вĕсем йывăр асаппа
Хĕн-хур курса вилеççĕ,
Вĕсем асап, хĕн курни
Пирĕн ăша кантарать.

Хамăр вăя систерсе
Тепĕр çылăх тутарать.
Эпир ĕлĕк сан пекех
Çак çĕр çинчи этемччĕ;

Усалпа ултав хушшинче
Тĕрĕс çула шыраса
Çич йĕкĕреш пурăнтăмăр,
Çирĕм çула çитиччен.

Анчах çынсем хушшинче
Усал ĕçĕн вĕçĕ çук.
Тÿрĕ ĕçĕн шăрши çук,
Ултав, суя пурăнать.

Пурте ăна пуç çапать,
Пурте ăна хисеплет.
Этем сана чĕлхипе
Йÿçĕтнĕ пыл хыптарать,

Хăйĕн вăйсăр аллипе
Чул муклашки тыттарать.
Элеклени çĕр çинче
Кĕрекене кĕрттерет.

Пĕрне-пĕри хурласа
Сăмах туса ваклани —
Сирĕн халăх хушшинче
Ăслă сăмах калаçни.

Пирĕн çичĕ тăванăн
Пурччĕ пулă тытасси:
Хамăр ĕçпе нихăçан
Чăрмантарман никама.

Анчах çынсен элекпе
Çын усалне тухрăмăр,
Мĕскĕн çынсен шухăшпе
Ялăн кулли пултăмăр.

Çавăнпа çичсĕмĕр те:
Ял мăшкăлĕ пуличчен,
Çын ылханĕ пулас та
Тĕнче тăрăх сарăлса, .

Çĕрле вĕçсе çÿресе,
Кулакана тавăрас,
Тесе шухăш тытрăмăр.
Кĕркуннехи каçпала

Хыр икелне хыпрăмăр,
Пыр шăтăкне ларнипе
Сывлаймасăр вилтĕмĕр.

Акă халĕ сан умра.
Яш ача пек тăратăп,
Анчах тумтир тăхăнсан,
Мĕн пуласса пулатăп…

Кама тĕнче ĕмĕртен
Ылханĕпе ăсатать?
Кама курсан инçетрен
Хĕрес хурса сăхсăхать?

Кама сиссен шикленсе,
Хÿтĕ çĕре пытанать?
Кама хăйĕн айĕнче
Пĕтермешкĕн май шырать?

Пирĕн çичĕ тăванăн
Пуç пĕтессе вăл кĕтет.
Пире, вери çĕлене,
Юратмасть те хисеплет.

Çичĕ сăмах каласан,
Çитмĕл тĕслĕ пулатпăр,
Çурçĕр енче курăнсан
Кăнтăр енне ÿкетпĕр.

Пирĕншĕн хÿме, стена çук,
Пирĕншен инçе, çывăх çук:
Пĕрре тĕнче хĕрринче,
Тепре тĕнче варринче
Вĕçсе кайса пулатпăр.

Пĕлтĕн ĕнтĕ, çĕр çынни,
Пирĕн вăйлă пурнăçа?
Хамăн вутлă тумтире
Вăхăт çитет тăхăнма», –
Терĕ ача пĕтерсе.

– «Ха-ха, лах-лах, апла-а!
Тумтирĕве пулĕ-ха,
Манăн ырă хĕрĕмĕн
Юнне калла тавăр-ха,
Вара вĕçен çулупа», –
Терĕ хирĕç тухатмăш,

– «Эх, мĕскĕн, вăйсăр этем!
Виçĕ пурнăç курасси
Килет пулсан, – кăтартăп:
Хăвна çамрăк хĕр тăвăп!» –
Терĕ ача çиленсе.

Унтан йĕтем сасартăк
Хьптăн чĕтресе кайрĕ.
Пĕлĕт çинче вĕри çĕлен
Ялкăшнийĕ курăнчĕ.

Тухатмăшăн умĕнче
Тĕпсĕр шăтăк курăнать,
Тухатмăшĕ хăраса
Хытса кайнă та тăрать.

Тĕттĕм çуллахи çĕрте
Вĕри çĕлен чашкăрать,
Хăйне куракан çынна
Турра аса илтерет.