Йывăр вăхăт
Акĕ ентĕ хальччен пулман ĕмĕтсĕр вăрçă тăваттăмĕш çул çинче тăрать. Вăл хăйĕн вăйлăлăхĕпе Раççее ĕлĕкхи мулне йăлтах ĕмсе яче. Миçе мильюн тăлăх-турат, мĕн чухлĕ алăсăр, урасăр, куçсăр тата тем чухлĕ ытти тĕрлĕрен чирлĕ çынсем халăх хушшинче тултарчĕ ку вăрçă. Миçе мильон çемье, пысăк хуласенче ĕçлесе пурăнакансем çăкăрсăр выçăллă-тутăллă ыран-паян пĕтсе ларас пек асапланса пурăнаççĕ. Миçе мильюн вăйпитти пулнă çынсем тыткăнри выçăллă-асапла пурнăçпа вилсе пĕтеççĕ. Мĕн чухлĕ пурăнăç сивĕ аккупсенче ыран-паян вилессе кĕтсе пурăнать. Нумай пурăнăç асапланать, нумай пурăнăç вăхăтсăр сÿне! Кама уçă-ши ку вăрçăран?! Нимĕн те çитмест.
Хура халăх йăнăшса макăрса анчах тăрать. Çакă йывăр пурнăçа кура пирĕн хресченсен чен хăшĕ-хăшĕ час-часах çĕнĕ йĕркепе ирĕклĕхе айăпласа калаçаççĕ: «Ку çĕнĕ йĕрке ĕлĕкхинчен те усал, нимĕн те çитми пулчĕ!» – теççĕ. Çук, çитменни вăл çĕнĕ йĕркерен мар, вăрçăран çитмест. Вăрçă пирĕн патшалăха çĕнĕ йĕркечченех вилĕм алăк умне илсе пырса тăратнă, ăна пире пулнă патшапа унăн улпучĕсем халăхран хăранипе анчах систерсшĕнех пулмарĕç, анчах пытарăнми япала ишĕлсе анчĕ, халĕ пурне те курăнать. Кивĕ пурнăçри Сухомлиновпа унăн юлташĕсем паян кунчченех пире пăхса тăнă пулсан, нимĕçсепе Питĕрпе Мускава та çитсе кĕме çăмăлтарах пулман пулĕччĕ-ши, тен? Тата елĕк 2-3 тенкĕ тăракан япала халтĕ 10, 12 тенкĕ тăрать пулсан, кивĕ йĕрке ку таранччен тăнă пулсассăн, çав япалах халĕ 20, 30 тенкĕ çитетчĕ. Мĕншĕн тесен кивĕ Тÿре-Шарана, юрăхсăррине кура ăна «вăрçă кивçене те» шанса, çак кунсенче никам пĕр 10 тенкĕ те паракан пулас çукчĕ, вара унăн пулнă патшасене сăнне хутсем çине çĕнĕрен çакса тустарасси анчах юлатчĕ, çав хут укçасем нумайăн халĕ те пурăнăçа хăрăнтарса ячĕç, укçи нимĕн вырăнне те мар. Çавăнпа çакă йывăр пурăнăçшăн çĕнĕ йĕркене хурламалли çук. Çĕнĕ йĕрке пĕтерме мар, нумай пулăшрĕ пĕтесрен. Ахальтен калар: пĕр-пĕр вăрă-хурахсем ватса-çĕмĕрсе сы вмарл антарнă çынна темĕп чухлĕ тутлă апатсем çитерсен те пăл ниепле те час чĕрлснмест, тен суранĕ йывăр пулсан, вăл вилссх кайĕ те, вара тутлă апат панăшăн вилчĕ Тесе калама май килет-и ку? Çук, пирĕн патшалăх та çавăн пекех. Вăрçă çаплах тăсăлсан, çуллен çул начарлансах пырăпăр, кирек мен те хаклăçем хаклăланĕ. Ăна пирĕн ирĕклĕх çĕнĕ пурăнăç та ниепле те чараймĕ. Çĕнĕ йĕркене çавăнпа айăплама юрамасть, вăл пуян улпутсемпе хуçасен кăмăлне анчах каймасть, вĕсем ăна хиреç пыраççĕ, вĕсен хыççăн каяс мар. Çĕнĕ йĕрке, «ирĕклĕх» пирĕн патшалăхра тин тымарланатъ- ха, – унăн уссине курма пире вăйлă чарать, килĕç кунсем, çак çĕнĕ йĕрке хура халăха ылтăнран та хаклă пулĕ. Анчах çак вăйлă вăрçа мĕнле чармалла-ши пирĕн? Хăш хресченсем калаççĕ: «Тырă парас мар, вара хăех чарăнать» – теççĕ. Çапла калакансем мĕнле тăнпа, мĕнле чунпа пурăнаççĕ-ши вĕсем?! Чăн та, тырă памасан, вăрçă чарăнĕ вăл, анчах вăрçă вырăнне малашне мĕнле кунсем кĕтеççĕ ун чух?! Акă мĕнле кунсем килĕç: кирек ăçта та пулĕç нимĕç пуçлăхсем, вĕсем пирĕн ирĕклĕхе илĕç те урисемпе таптĕç, пирĕн вĕсен умне чĕркуçленсе лармалла пулĕ, çулсерен йывăр тÿлевсем хурĕ пирĕн çие, ку вăрçăпа тата мĕн чул алсăр-урасăр юлчĕçĕ, çавсене хĕрхенсе пулăшĕ-и вăл? Вара пĕтмелли кун килет вĕсен, ун чухне авал улпутсен аллинчи чуралăхра пурăннинчен пĕртте кая пулмĕ…
1917
This work is in the public domain in the United States because it was first published outside the United States prior to January 1, 1929. Other jurisdictions have other rules. Also note that this work may not be in the public domain in the 9th Circuit if it was published after July 1, 1909, unless the author is known to have died in 1953 or earlier (more than 70 years ago).[1]
This work might not be in the public domain outside the United States and should not be transferred to a Wikisource language subdomain (or as a file it should not be migrated to the Wikimedia Commons) that excludes pre-1929 works copyrighted at home. Данная работа, впервые изданная до 1929 года, находится в общественном достоянии по законодательству США, и может быть опубликована здесь, в мультиязычной Викитеке. Но эта работа не может быть опубликована в национальной Викитеке, которая должна подчиняться законодательству России, т. к. работы этого автора (за исключением изданных до 7 ноября 1917 года) пока не вышли в общественное достояние в России. Этот автор умер в 1966 году, соответственно эта работа выйдет в России в общественное достояние в 2037 году.
The author died in 1966, so this work is also in the public domain in countries and areas (outside Russia) where the copyright term is the author's life plus 50 years or less. | |