Кам юрламĕ савăнса...
Кам юрламĕ савăнса,
Çуркуннене мухтаса.
Кăвак пĕлĕт патнелле,
Янăратса юррине,
Тĕрлĕ кайăк вĕçеççĕ.
Çуркуннене мухтаççĕ.
Хальччен çара йывăçсем,
Типсе ларнă курăксем
Сасартăках ешереç
Ешĕл тум-тир тăхăнаç.
Çутă хĕвел çуркунне
Кулса пăхать çĕр çине,
Хăйĕн ăшă çуттипе
Пурнăç кÿрет тĕнчене.
Каллех ешĕл улăхра
Тĕрлĕ тĕслĕ çеçкесем.
Шăтса ÿссе сарăлса,
Илем кÿреççĕ вĕсем.
Хĕвел кулса çутăлса
Тухать çÿллĕ ту çинчен.
Пĕтĕм халăх савăнса
Пăхать унăн сăнĕнчен.
Хăйĕн ирхи сăнĕпе
Ылтăн тĕслĕ çутипе
Çутăлтарать этеме,
Савнăç кÿрет чĕрине.
This work is in the public domain in Russia according to article 6 of Law No. 231-FZ of the Russian Federation of December 18, 2006; the Implementation Act for Book IV of the Civil Code of the Russian Federation:
This work is in the public domain in the United States because it was published before January 1, 1929 (more than 95 years ago). The author died in 1951, so this work is also in the public domain in other countries and areas where the copyright term is the author's life plus 72 years or less (if applicable), or the copyright term is 109 years or less since publication (if applicable). |