Кириле
Appearance
Кĕркунне кĕрхи автан,
Килне-çуртне тулмасăр,
Арпалăхра çĕр каçнă.
Кĕрхи сăра тĕлĕнче
Кириле кайнă сăра ĕçме.
Килне-çуртне тупмасăр,
Тул картара çĕр каçнă.
Кириле» ÿсĕрлĕхĕ
Ваççа патĕнче сисĕннĕ –
Хапха айĕнчен тухнă чух
Хапха айне хĕсĕннĕ.
Кириле тухнă çул çине,
Пуçне çапнă шăн çине.
Кириле утать –
Çул юлать,
Пуç тăрринчен
Юн юхать.
Тул картара выртнă чух
Арăмĕ пынă илме.
Арăмĕ калать:
«Ах, Кириле, Кириле!
Чĕрÿ епле тÿсет-ши -?
Шăн çер-ĕçке тÿшеккÿ.
Мĕншĕн ĕçес ку тери? –
Шăн пăх-ĕçке минтерÿ».
1907
This work was published before January 1, 1929, and is in the public domain worldwide because the author died at least 100 years ago. |