Савăн
Савăн,
Сурпансене хывтарса,
Чăваш майра тăвакан;
Учителе пăрахса
Ваккатланса пурнакан!
Савăн,
Кĕлентĕрсем тайтарса
Эрех-сăра сутакан,
Тутарсене пуçтарса
Маткуннĕпе пуякан!
Савăн,
Çемçе тÿшек саракан,
Выртсан – шăмма ватакан!
Савăн,
Чире персе ывăлна
Салтак панчен çăлакан;
Халăх пĕлмен анана
Куштансемпе акакан!
Савăн,
Иуда пек чуптуса
Учительна сутакан;
Петĕм яла пăлхатса
Хăвах таса пулакан!
Савăн,
Эрех ĕçсе пехлине
Этем шутне кĕртекен;
Тÿр çын пырас сукмакне
Чакаласа кÿлекен!
Санран сиен тухнăран
Кунлен сана аслăлар;
Сан урлă хĕн курнăран
Куççулĕпе кĕлтăвар:
Дай бог сана вăрманта
Юман çапса ÿкерме!
Дай бот ватлас кун-çулта
Ачу тытса пĕçертме!
Дай бог çырма ларнă чух –
Ие тыттăр аллуна!
Дай бог суда кайнă чух –
Шур илтĕрех сан куçна!
1908
This work is in the public domain in Russia according to article 6 of Law No. 231-FZ of the Russian Federation of December 18, 2006; the Implementation Act for Book IV of the Civil Code of the Russian Federation:
This work is in the public domain in the United States because it was published before January 1, 1929 (more than 95 years ago). The author died in 1949, so this work is also in the public domain in other countries and areas where the copyright term is the author's life plus 74 years or less (if applicable), or the copyright term is 115 years or less since publication (if applicable). |