Jump to content

Хĕрлĕ салтак юрри

From Wikisource
Хĕрлĕ салтак юрри (1919)
by Ахах Иван Евграфович
337798Хĕрлĕ салтак юрри1919Ахах Иван Евграфович

Каçар, юратнă тусăм,
Эсĕ маншăн ан хуйхăр.
Куççуль тăкма халь, чунăм,
Вăхăт та çук... Ан макăр.
Сăмах панăччĕ пĕрре
Сана кăна юратма,
Сăмах парап халь тепре
Тăшмансене ваклама.
Мĕскĕн куçпа ăсатан...
Тетĕн: эпĕ килеймĕп.
Юлташсемпе юнашар
Вилме сăмах паратăп.
Тетĕн кайран: эс, тусăм,
Манăн шăтăка тупăн,
Ун чух мана асăнăн,
Чечексем пырса хурăн...
Сыв пул ĕнтĕ, чун савни,
Маншăн ан пĕт хуйхăпа.
Тетен килĕп, пĕлместĕп...
Чуптуса юл пур вăйпа!


This work was published before January 1, 1929, and is in the public domain worldwide because the author died at least 100 years ago.