Чăваш эпĕр пултăмăр
Чăваш эпĕр пултăмăр,
Атăл патне килтĕмĕр,
Унта тăтăш лартăмăр.
Халĕ тияксам итяççĕ:
Çтан чăвашсем каяççĕ.
Эпĕр чăваш, тăтăш чăваш;
Тутар – пирĕн хурăнташ;
Пирĕн чĕлхи – чăваш чĕлхи.
Хăш чухне пулать хойхи –
Турă патне пыратпăр,
Киреметре прахатпăр
Пăрусене, ĕнесене.
Турă патăр сывлăхне,
Турă патăр телейне.
Ÿкерме эпĕр пĕлместпĕр,
Шутлама та пĕлместпĕр,
Пачăшкăран ыйтатпăр:
– Мĕн тăвас хуйхă чухне.
Мĕн парас тияксене. –
Çапла эпĕр пурнатпăр;
Çапла телей куратпăр;
Тапакне те туртатпăр.
Мĕн тăвас – пирĕн телей.
Пирĕн пулать выльăхсем:
Ут, сысна, чăхă, хуртсем,
Сурăх, хур, лайăх вăкăр,
Кăвакал, сĕт, çăмарта;
Çи, чăваш, хура çăкăр,
Сутса яр выльăххуна,
Нумай пулĕ сан укçа –
Тиексене хуйхă чухне.
Çи, чăваш, хура çăкăр,
Мĕн тăвас – пирĕн телей!
Оригинальная орфография
[edit]Чьвашъ а́берь бо́лдымыръ,
Адыль батне́ ки́льдымыръ;
Онда́ ту́духъ лардымыръ.
Хале тьяк-замъ идяссе:
Штан чивашь-замъ каяссе? –
А́берь чьвашъ – ту́духъ чьвашъ;
Тодаръ пяринъ хоранда́шъ;
Пи́ринъ чильги́ – чива́шъ чильги́.
Хужъ чохне́ болать хойги́:
Тора-батне́ быра́дбыръ,
Киреме́ть-ри прага́дбыръ
Пру-зане́, ине́-зане́:
Тора ба́дчиръ сивлихъ-не,
Тора бадчиръ телей-не.
Іуггермя а́берь бальмястбыръ,
Счотлама́-да бильмястбыръ;
Па́чка пи́ринъ идятбыръ:
Мень тува́съ хойги́ чохне́?
Мень бара́съ тiякъ-зане́?
Сяпла́ а́берь борна́дбыръ,
Сяпла́ теле́й кора́дбыръ;
Таба́к-не да торда́дбыръ.
Мень тува́съ – пи́ринъ телей!
Пи́ринъ бола́ть вылихъ-замъ,
Уть, сысна́, чиха̀, хортъ-за́мъ,
Сорыхъ, хоръ, ла́ихъ муггýръ,
Кувагга́лъ, сють, сюмарда́;
Сій, чивашь, хора́ сюкýръ,
Сотса яръ вылихъ конда́;
Нума́й бóле саннъ окся
Тьякъ-зане́ хойги́ чохне́.
Сiй, чивашъ, хора́ сюкуръ.
Мень тувасъ? – пи́ринъ телей!
This work was published before January 1, 1929, and is in the public domain worldwide because the author died at least 100 years ago. |