Jump to content

Шÿт туни

From Wikisource
337661Шÿт туни1906Акимов Михаил Фёдорович

Пĕр хресченĕн кăçал çураки тунă чухне лаши вилнĕ. Хресченĕн лаша илме укçи çук. Хай хресчен унта-кунта пăхкалать, пуçне те хыçкалать, хуйхăрса та пăхать, пуртарах çынсенчен ыйткаласа та пăхать, — укçа е лаша ниçтан та тупаймасть. Ĕç çийĕ. Çынсем сухалаççĕ. Кунăн аки ахалех тăсăлса выртать. Хай кăшт шухăшласан, ку ăçта каймаллине тупнă. Вĕсенчен инçех мар пĕр пуян улпут пурăнать-мен. Хресчен калаçма пĕлет. Вал вĕренкеленĕ: пурăнăç хыттине те курнă. Улпут патне пырать те калать:

— Манăн нуша килчĕ. Лаша ÿксе вилчĕ. Тархасшăн мана пĕр 50 тенкĕ укçа парччĕ, — тет.

Улпучĕ хытăскер пулнă. Вăл хресчене калать: — Мĕнле укçа? Укçа ăçтан илсе парам эпĕ сана? Манăн укçа çук, — тет.

— Епле çук! Эсĕ улпут. Эсĕ уйăхне темиçе çĕр тенкĕ илсе тăратăн.

—Укçине мана нумай ĕçленĕшĕн параççĕ.

— Мен ĕçленĕшĕн?

Улпут çилленнипе хăрелсе каять. Вăл кăшкăрса калать:

— Эсĕ мĕн пит манран эпĕ мен ĕçленисем ыйтса çÿрен? Эсĕ кам? Эсĕ —хресчен, эпĕ — улпут! Эпĕ улпут пулсан та кунне тăхăршар сехет ĕçлетĕп! Çапах та укçа уйăхне виççĕр тенкĕ анчах параççĕ. Эсĕ мĕн ĕçлетĕн? Хĕл кунĕнче нимĕн ĕçлемесĕр кăмака çииче кăна выртатăн!

— Ырă çын, хытă ан шавла. Эпĕ сана пĕр сăмах калам-ха. Эсĕ хăна: «Эпĕ улпут», —тен. Сана улпут кам турĕ? Турă турĕ-им?

— Турă турĕ тесе каламастăп. Хам тăрăшнипе пултăм.

— Апла пулсан, эсĕ çак ху тавăрари çĕре те ху тăрăшнипе тупрăн пулĕ? Унта халĕ санăн , 800 теçеттине. Ун çинчен мĕн калăн?

— Эсе ăна санран илнĕ тетĕн-и? Эпир ăна чăнах та хамăр вăйпа тунă. Пире ăна патшасем вăрçăсемпе мухтава тухнăшăн панă.

— Вăрçăсенче эсир мĕнле мухтава тухрăр? Эсир пăшал йăтса çÿрерĕр-и? Тăшмана хирĕç хĕç йăтса тухрăр-и? Çук. Эсир вăрçăсенче нимĕн те туман. Халĕ те сирĕн пек улпутсем вăрçăсенче нимĕн тумасăрах мухтава тухаççĕ. Вĕсем ĕç тăвас вырăнне нумайрах вăрлама тăрăшаççĕ, мĕншĕн тесен вĕсем пуйса» хăйсем мухтава тухассине таса пĕлсе тăраççĕ. Сирĕн Куропаткин мĕн ĕçпе мухтава тухрĕ? Стесселе мĕнтĕн пĕтĕм тĕнче мухтарĕ? Вĕсем укçа нумай вăрларĕç. Çавăнпа мухтава тухрĕç пулмалла?! Эсир патша çумĕнче курăнса, ĕлĕк те çаплах улталаса, хресчен çĕрне хăвăр çавăрса илнĕ. «Эпир вăрçăра чапа тухнă, çавăнпа пире çĕр панă», — тетĕр. Эсир хăçан вăрçрăр? Вăрçăсенче кам юнĕ тăкăнать? Унта пирĕн юн юхать. Унта çапăçса кам мухтава тухни — хресчен халăхĕ мухтава тухать. Эсир пĕр хресчене анчах пăхса тăратăр!

— Ан çухăр! Тухса кай кунтан. Эсĕ, нимĕн пĕлмен çĕр хурчĕ, çапах манпа калаçма çÿрен тата.

— Эсĕ мана нимĕн пĕлмен çын тесе вăрçан. Эпир пĕлменнипе кам айăплă? Унта эсир айăплă. Эсир хăвăр ачăрсем валли, тĕрлĕ генерал ачисем валли гимназиясем, реальное училищесем турăр. Вĕсене пурăнма таса, пысăк çуртсем туса патăр. Хăвăр тĕнчере пĕр çын пулса пурăнатăр. Пире вĕренме ялсенче пĕчĕк школа та тума чаратăр. Эсир пире вĕренмен тесе ан айăплăр. Эпир вĕренмениин айăпĕ сирте. Пĕтĕм халăх укçине пуçтартăр. Çапах тата пире вĕренме хушатăр. Хырăм выçă пулсан, вĕренесси камăн аса килĕ? Малтан пире тăрантарăр, утан тин вĕренесси çинчен калаçăр.

— Сана кам выççăн пурăнма хушать? Ĕçле, пурлăхна эрех ĕçсе ан пĕтер.

— Сире апла калаçма намăс. Эсир эрех ĕçместĕр-и? Эсир ялан ĕç кутĕнче-и? Эсир тĕнчере пĕр кахалсем. Эсир эрех ĕçсе укçа пуринчен те ытларах пĕтеретĕр. Хăвăр укçăра пĕтерсен татаччĕ. Анчах эсир харам укçана, эпир тар юхтарса тупнă укçана пĕтеретĕр…

Хресчен тата та нумай калама хатĕр-мĕн, анчах улпучĕ, çилленсе çитнĕскер, ăна тĕрткелесех кăларса янă. Хресченĕ те çилленмесĕрсх пулман.

Халиччен вăл халăха хăйĕн ăшĕнче мĕн шухăш пуррине нихăçан та каламан. Малашне вăл улпут патĕнче улпута каланă сăмахсене халăха кала пуçланă. Халăх ку мĕн каланине пит тăнланă. Вăл ĕлĕк те ăслă çын вырăнĕнче пулнă. Урамра иртсе кайнă чух ялан: «Ав ăслă Симун каять», – тетчĕç.

Ĕнтĕ акă вăхăчĕ те иртрĕ. Симун та хăй анине сухалаттарчĕ. Пер май пурнăçĕ те тÿлекленсе кайрĕ…

Улпутпа калаçни пĕр-ик эрне иртсен, пĕрре çĕр варринче ăслă Симун çурчĕ умĕнче виçĕ лашаллă ăлав пырса чарăнчĕ. Унтан виçе çутă тумтирлĕ çын анчĕç те Симун пичче пÿртне кĕчĕç. Унта вĕсем нумаях тăмарĕç. Час тухрĕç. Ăлавĕ çине ларса вĕсем пит хытă хула еннелле пултарчĕç. Кĕçĕртен вара пирĕн Симун пичче курăнми пулчĕ. Унăн халĕ килте арăмĕпе икĕ ачи çеç пурăнаççĕ.

Ашшĕне ăçта илсе кайнине пĕлмеççĕ. Ку чăнах та халап. Ăна чăн текен çын – суя сăмах калать.

1906


This work was published before January 1, 1929, and is in the public domain worldwide because the author died at least 100 years ago.